Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3
Параллельные места
Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ. Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп. Вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каяс тесе ултавлӑ калаҫакансем хӑвӑр хушшӑртанах тупӑнӗҫ. Сире хаклӑ хакпа тӳлесе илнӗ. Ҫавӑнпа ӳт-пӗвӗрпе те, чунӑрпа та Турра мухтава кӑларӑр: вӗсем Туррӑн. Юлашки вӑхӑтсенче хӑшӗ-пӗрисем ӗненме пӑрахасси ҫинчен Святой Сывлӑш татӑклӑн калать. Вӗсем аташтаракан сывлӑшсене итлӗҫ, шуйттанла вӗрентӳсем хыҫҫӑн кайӗҫ. Мӗншӗн ҫырас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем сирӗн хушшӑра вӑрттӑн шӑвӑнса кӗчӗҫ. Унашкаллисене айӑплав пуласси ҫинчен Ҫырнинче тахҫанах каланӑ. Турра хисеплемен ҫав ҫынсем Турӑ панӑ ырӑлӑха пула тем тума та юрать теҫҫӗ. Хӑйсем вара пӗртен-пӗр Патша Турра, Иисус Христос Хуҫамӑра йышӑнмаҫҫӗ. Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ. «Юлашки вӑхӑтсенче, – тенӗ апостолсем, – хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене тултаракан хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ». Ҫав ҫынсем пӗрлӗхлӗ ӗненӳрен уйӑрӑлаҫҫӗ. Вӗсен чун-чӗмӗ ҫук, ӳт-пӳ хистени кӑна пур.
Выбор основного перевода