Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ. Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ: Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр. Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ. Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ. Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна. Вӑл калани тӗрӗсех. Ҫавӑнпа та, ӗненӗве тӗрӗс тытса пыччӑр тесе, иудейсен халапӗсене тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем хушнине ан итлеччӗр тесе, вӗсене вирлӗн питле. Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр. Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Енох унашкаллисем ҫинчен пророкла ҫапла каланӑ: «Акӑ, Хуҫамӑр Хӑйӗн святой пин-пин ангелӗпе килет.
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода