Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Петра
1 2 3
Параллельные места
Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн, Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ. Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр. Халӗ вара саккунран килмен Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлчӗ. Ун ҫинчен саккун та, пророксем те пӗлтернӗ. Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр, пурте ҫылӑха кӗнӗ, Турӑ мухтавне пӗри те тивӗҫлӗ мар. Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр! Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр чуринчен Иаковран – пӗтӗм тӗнчипе сапаланнӑ вун икӗ йӑха – салам! Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.
2. Петра
1 2 3
Выбор основного перевода