Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп. Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать. Христос ячӗпе манӑн сана мӗн тумаллине хӑюллӑнах хушма ирӗкӗм пур. Апла пулин те эпӗ санран юратулӑхпа ыйтасшӑн. Сана такам йӑлӑнмасть, эпӗ, ватӑ Павел, халӗ чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑскер, ыйтатӑп. Анчах та санпа килӗшсе татӑлмасӑр нимӗн те тӑвас темерӗм. Ырӑ ӗҫе санӑн ҫын хистенипе мар, кӑмӑл хушнипе тумалла пултӑрччӗ терӗм. Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр? Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.
Выбор основного перевода