Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпӗ вара, пырсассӑн, пухнӑ пулӑшӑва Иерусалима леҫме хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене хут ҫырса парса ярӑп. Хамӑн та каймалла пулсассӑн вӗсем манпа пырӗҫ. Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ. Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр. Ӗнтӗ хӑвӑр хытӑ ӗмӗтленнине пултарнӑ таран пурнӑҫласа, халӗ ҫав ӗҫе туса пӗтерӗр. Пире вӗсем чухӑнсене пулӑшса тӑма кӑна хушрӗҫ, эпӗ ҫавна пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӑм та.
Выбор основного перевода