Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе хавхалантарнӑ, ӳкӗтленӗ, вара сывпуллашнӑ та Македонине тухса кайнӑ. Македони витӗр тухнӑ чухне те вӑл ҫул тӑршшӗпех, Грецие ҫитичченех, Иисуса ӗненекенсене пит нумай ӳкӗтлесе хавхалантарнӑ. Грецире Павел виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сирие тинӗспе кайма шут тытнӑ, анчах та иудейсем хӑйне хирӗҫ кавар тунӑ пирки каялла Македони урлах тавӑрӑнма шухӑшланӑ. Ҫапах та манӑн ӑшӑм вӑркарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ унта Тит тӑванӑмӑра тупаймарӑм. Вара унтисемпе сывпуллашрӑм та Македоние тухса кайрӑм. Ҫавӑнпа та пире темӗн чухлӗ таптасан та аркатаймаҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑрлӑхра та эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр.
Выбор основного перевода