Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.
Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.