Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
«Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ». Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ, пире вилмех пӳрнӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен. Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ. Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр. Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр.
Выбор основного перевода