Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара? Ҫапла вара, этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн: Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать. Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп. Эпӗ ҫити-ҫитмине те, тулӑххине те курнӑ. Тӑраниччен ҫиетӗп-и, выҫах-и, тулӑх-и, ҫити-ҫитми-и – эпӗ ӗнтӗ темле те пурӑнма вӗренсе ҫитрӗм. Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп. Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп. Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.
Выбор основного перевода