Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Моисея Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтернӗ; вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ. Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм. чӑнлӑх сӑмахӗллӗ, Турӑ вӑй-хӑвачӗллӗ пулнипе ҫирӗплететпӗр. Икӗ аллӑмӑрта та – тӳрӗлӗх хӗҫӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп. Эпӗ ҫавӑнпа та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗ умне чӗркуҫленетӗп. Ҫӳл тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кирек епле йӑх-ӑрӑва та ят параканӗ – Вӑл. Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп. Тӑванӑмсем! Тата эпӗ ҫакна каласшӑн: Хуҫа Турӑпа, Унӑн вӑй-хӑвачӗпе тӗрекленӗр. Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр. Тата ҫӑлӑнӑҫӑн шлемне тӑхӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чун-чӗм хӗҫне – Турӑ Сӑмахне – илӗр. Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ, Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс.
Выбор основного перевода