Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ӗнтӗ пынӑ чухне манӑн туяпа пырас-и? Е юратуллӑ йӑваш чунӑмпа? Хӑшне кӑмӑллатӑр? Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр. Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче. Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ. Христос хӑвӑрпа ман урлӑ калаҫнине ӗнентерме ыйтатӑр эсир. Сирӗншӗн Вӑл вӑй-хӑватне шеллемест, Унӑн вӑй-хӑвачӗ сирӗнте палӑрать. Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр. Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара. Хамӑр пирки калас пулсан, эпир тӗрӗслев витӗр тухнине хӑвӑрах ӑнланса илессе шанатӑп. Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир хамӑра тӗрӗслев витӗр тухнӑ пек кӑтартасшӑн тумастпӑр. Эпир тӗрӗслев витӗр тухайман пек туйӑнсан та, сирӗн ырринех тумалла пултӑрччӗ тетпӗр. Мӗншӗн тесен эпир чӑнлӑха хирӗҫ кайма пултараймастпӑр, чӑнлӑх майлӑ пулма ҫеҫ пултаратпӑр. Эпир хамӑр халсӑр чухне эсир вӑйлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр. Сирӗн чун-чӗмпе аталанса ҫитмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр та ӗнтӗ. Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.
Выбор основного перевода