Павелпа Акила иккӗшӗ те пӗр ӗҫпе ӗҫленӗ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ.
Мӗн пуррине те хамӑр алӑпа ӗҫлесе илкелетпӗр. Пире ятлаҫҫӗ, эпир ырӑ сунатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ, эпир чӑтатпӑр.
Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр.