Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Параллельные места
«Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать. Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать. Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр. Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр. Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр. Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ.
2. Фессалоникийцам
1 2 3
Выбор основного перевода