Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Ҫав хушӑрах тата сирӗн ӗненӗвӗре курнипе тӑван халӑхӑм ҫыннисем тӑрӑшма пуҫлаччӑр тетӗп. Тен, ҫапла майпа вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫӑлса хӑварайӑп?
Эсӗ хӑвна мӗне вӗрентнине, мӗн шанса панине ҫирӗп тытса пыр. Хӑвӑн вӗрентекенӳсене вара эсӗ аван пӗлетӗн.