Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ. Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать. Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле. Турӑ пире хӑрав сывлӑшне паман-ҫке-ха. Вӑл пире хӑватлӑ, юратуллӑ, таса ӑслӑ сывлӑш панӑ. Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра. Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ. Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр.
Выбор основного перевода