Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха. Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ. Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.
Выбор основного перевода