Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Иисус вара ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑклӑ, ӑслӑ кил пӑхакан? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр. Кама Турӑ ячӗпе ҫынсемшӗн тӑрӑшма панӑ – тӑрӑштӑр, Турӑ сӑмахне вӗрентекен пулсан – вӗренттӗр, ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр. Ҫапла вара, ӗненекенсен пурин те пире Христос тарҫисем, Турӑ вӑрттӑнлӑхӗн управҫисем вырӑнне хумалла.
Выбор основного перевода