Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх, кӗлеткесене пуҫҫапни, тухату, вӑрҫу-хирӗҫӳ, харкашу, кӗвӗҫӳ, кӑра ҫилӗлӗх, ятлаҫу, тавлашу, илӗртӳ, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен пайланса кайни, курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ. Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех. Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ. Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр. Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ. Ан улталанӑр: Турра хур тума ҫук! Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ.
Выбор основного перевода