Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр. Енчен те эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрле чӗрӗлӗхлӗ пуласса та ӗненетпӗр. Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ. Вилнисем чӑнласах чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан эпир сире Турӑ ҫинчен суйса пӗлтернӗ пек пулать. Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗлсе тӑман Христоса Турӑ чӗртнӗ тесе ҫирӗплететпӗр. Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи. Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ.
Выбор основного перевода