Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ. Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ. Хӑшӗ тата чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ. Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ. Хӑшӗ тата пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ. Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те тулли пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри вӑтӑр пӗрчӗ пултарнӑ. Илтме хӑлха пурри илттӗр!» Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй.
Выбор основного перевода