Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр. Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар. Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Святой Сывлӑшӑн ҫурчӗ пулнине пӗлместӗр-им? Ӑшӑрта Турӑран илнӗ Сывлӑш пурӑннӑран эсир ӗнтӗ хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар. Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ». Эсир унӑн ачисем пулнӑран ӗнтӗ сирӗн чун-чӗрӗре Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗн Сывлӑшне янӑ. «Авва, Аттем!» – тесе ҫав Сывлӑш Турра чӗнет.
Выбор основного перевода