Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Параллельные места
Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ. Ҫакна Эпӗ савӑнӑҫӑм сирӗн савӑнӑҫӑр пултӑр тесе, ҫав савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм. Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ». Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос. Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр. Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та хут ҫине чернилпа ҫырнипех ҫырлахассӑм килмест. Сирӗн патӑра хам пырса ҫитессе, савӑнмалӑх куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп.
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода