Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Параллельные места
Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. Ҫав Сӑмах чӑн малтанах Турӑра пулнӑ. Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман. Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. Мӗн пулса иртни ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ, ҫак йӗркесене ҫыраканӗ – шӑпах та ӗнтӗ ҫав вӗренекен. Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн, ҫавна пурте пӗлсе тӑратпӑр. Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ. Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.
1. Иоанна
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода