Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ». Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ. Ырра уйӑрма пӗлнӗ пирки Христос кунӗнче эсир таса чунлӑ та кӑлтӑксӑр пулни палӑртӑрччӗ тетӗп.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода