Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Параллельные места
Вара ӗненекен тӑвансем Павела тинӗс хӗрринелле каякан ҫулпа ҫийӗнчех леҫсе янӑ. Силӑпа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ. Леҫсе яракансем Павела Афинӑна ҫитичченех ӑсатнӑ, унтан хӑйсем каялла тавӑрӑннӑ. Павел вӗсене: «Силӑпа Тимофей хӑвӑртрах ман патӑма килччӗр», – тесе пӗлтерме хушса янӑ. Силӑпа Тимофея Афинӑра кӗтсе пурӑннӑ чухне, пуҫҫапмалли кӗлеткесем хулипех тӑнине курса, Павелӑн чунӗ тӑвӑлсах ҫитнӗ. Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ. Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.
1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода