Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла. Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ. Куҫӗсем Унӑн вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗ ҫинче темӗн чухлӗ пуҫ кӑшӑлӗсем. Ҫавсем ҫине Унӑн ятне ҫырнӑ, Хӑйӗнсӗр пуҫне вӑл ята никам та пӗлмест. Вӑл юнпа хӗрелнӗ тумтир тӑхӑннӑччӗ. Унӑн ячӗ – Турӑ Сӑмахӗ. Тӳпери йышлӑ ҫар ун хыҫҫӑн шурӑ утсем ҫинче пырать, хӑйсем таса та шурӑ виссон тумланнӑ. Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ. Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.
Выбор основного перевода