Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ, Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ. Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ. Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ. Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман!
Выбор основного перевода