Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырама пуҫлӑр, ҫылӑхӑрсене каҫарттараймасӑрах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр». Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр». Пуринчен кайран вара Вӑл юлашки тӑшманне – вилӗме – пӗтерӗ. «Эй, вилӗм! Ӑҫта санӑн сӑнну? Эй, тамӑк! Ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ. Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».
Выбор основного перевода