Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ. Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел вӗҫсе иртрӗ. «Аслӑ хула Вавилон тӗп пулчӗ, тӗп пулчӗ! Мӗншӗн тесен ҫав хула хӑй аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне мӗн пур халӑхсене ӗҫтерчӗ!» – терӗ ҫав ангел. Ҫак тӗрлӗ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, ӳлесе те татӑлса йӗрсе, ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Эсӗ виссонпа порфира, хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа тата хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе капӑрланаттӑн! Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах ҫав тӗрлӗ пуянлӑху пӗтмелле пулчӗ! Карап капитанӗсем, караппа ҫӳрекенсем, моряксем, тинӗс ӗҫченӗсем – пурте карапӗсемпе хуларан аякра чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑйсем хулашӑн хурланнине палӑртса, ӳлесе йӗре-йӗре вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Караплӑ ҫынсем сан мулна пула пуйнӑччӗ. Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах эсӗ ҫука юлтӑн!»
Выбор основного перевода