Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Откровение
Параллельные места
«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус. Ҫак ҫырӑва хӑвӑр вуласа тухсассӑн ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнрисене вулаттарӑр. Хӑвӑр вара эпир Лаодикине ҫырса янине илсе вулӑр. Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр. Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ. «Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене тытса пурӑнакан телейлӗ!» Тата вӑл мана: «Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене пытарса, пичет хурса ан усра, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ, – терӗ.
Откровение
Выбор основного перевода