Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест».
Выбор основного перевода