Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Матфея
Параллельные места
Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ. Хуҫа Турӑ Ӑна мӑн аслашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ. Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?» Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытса, Турӑ Давид йӑхӗнченех Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ. Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ. Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос.
От Матфея
Выбор основного перевода