Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария, Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пулнӑ. Вӗсем Иисуса хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ. Шӑмат каҫ Мария Магдалина, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломия, Иисус ӳтне кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ. Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ.
Выбор основного перевода