Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире судпа айӑплама тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче хӗнӗҫ. Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ. Ӗненекен ушкӑнрисене усал тӑвас тесе Ирод патша ҫав вӑхӑталла хӑшне-пӗрне тӗрмене хуптарнӑ, Иоанн пӗртӑванне Иакова вара хӗҫпе касса вӗлерттернӗ. Ҫакна иудейсем кӑмӑлласах йышӑннине курсан вӑл тепӗртакран Петра та тыттарнӑ. Ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ. Пасха иртсен Петра халӑх умне илсе тухас тесе, Ирод ӑна тытса тӗрмене хуптарнӑ, тӑватшар салтакӑн тӑватӑ ушкӑн хурал тӑратса ӑна сыхлама хушнӑ. Вӗсем унта чылай пурӑннӑ. Фест вара патшана Павел ӗҫӗ пирки каласа панӑ. «Пирӗн кунта – тенӗ вӑл, – Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур. Эпӗ Иерусалимра чухне иудейсен аслӑ священникӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама ман патӑма пычӗҫ, ӑна суд тума ыйтрӗҫ.
Выбор основного перевода