Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ. Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ. „Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ».
Выбор основного перевода