Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
– Платник ывӑлӗ ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Унӑн Амӑшӗ Мария ятлӑ вӗт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара? Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай. Вӗсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Турра кӗлтуса пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле унта темиҫе хӗрарӑм, Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ. Е пирӗн хамӑр ҫумра ӗненекен тӑванӑмӑр – арӑм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуҫамӑрӑн пӗртӑванӗсем те, Кифа та авланнӑ-ҫке-ха! Хуҫамӑрӑн тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне эпӗ пӗр апостолпа та курса калаҫман.
Выбор основного перевода