Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем. Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ, «Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан». Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!»
Выбор основного перевода