Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапах аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Вараввӑна кӑларма, Иисуса вӗлерме ыйтмашкӑн халӑха ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ. «Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп. Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене. Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр.
Выбор основного перевода