Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ те ҫапла ыйнӑ: «Фарисейсем те, эпир те нумай типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?» Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.
Выбор основного перевода