Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те. Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать». Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ. Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ.
Выбор основного перевода