Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарлама вӗренекенӗсене янӑ. Лешсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре вырӑн хатӗрлеме Самарири пӗр яла кӗнӗ.
Самари хӗрарӑмӗ Ӑна: «Епле-ха Эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» – тесе каланӑ. Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман пулнӑ.