Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана пынӑ та унти синагогӑра халӑха вӗрентнӗ. Унӑн вӗрентӗвӗнчен ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакнашкал ӑслӑлӑх тата хӑват кӑтартмалӑх вӑй ӑҫтан тухать-ши Унӑн? – тенӗ вӗсем. Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл? Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ. Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Выбор основного перевода