Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Вӗсем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ Турӑ Ҫуртне пӑсса виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тетчӗ Вӑл». «Турӑ Ҫуртне Пӑсакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен Туса лартакан! Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха», – тенӗ вӗсем. «„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр». Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан! – Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр».
Выбор основного перевода