Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр». Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулакан вара Хуҫамӑрпа пӗр чун-чӗмлӗ. ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ. Вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхлисене, сӑваплӑ та таса, юратуллӑ пурӑнччӑр тесе, тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. Пӗтӗм Ӳт-пӗвӗн – Чиркӗвӗн – тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм Ӳт-пӳ пӗрлӗхлӗ, Ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлет. Пуҫа пула вара пӗтӗм Ӳт-пӳ юратулӑхра ӳссе, хӑйне хӑй аталанса пырать.
Выбор основного перевода