Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ. Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр! Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ. Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.
Выбор основного перевода