Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр». Мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран каламастӑп, мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатӑп. Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр. Мана юратманни Ман сӑмаха пурнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах вара Манӑн мар, Мана кунта яракан Аттемӗн. Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр тесе, Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр тесе кӗлтӑватӑп.
Выбор основного перевода