Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Анчах вӗсем ҫак сӑмахсене ӑнланса илеймен, Хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ. Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен, вӗсемшӗн ҫав сӑмахсем пытарӑнчӑк пулнӑ. Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ. Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха. Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.
Выбор основного перевода