Чиркӳре пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсен те хисепе тивӗҫ пулмалла. Вӗсем элекҫӗсем ан пулччӑр, хӑйсене хӑйсем тытма пӗлччӗр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр.
Вӑл калани тӗрӗсех. Ҫавӑнпа та, ӗненӗве тӗрӗс тытса пыччӑр тесе, иудейсен халапӗсене тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем хушнине ан итлеччӗр тесе, вӗсене вирлӗн питле.