Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнпа халӗ Вӑл пире, Хӑйӗн Юнӗпе тӳрре кӑларнӑскерсене, Турӑ ҫиллинчен ҫӑлса хӑваратех. Ҫав хӗрхенӳ чӳлмекӗсем – эпир. Турӑ пире иудейсем хушшинчен кӑна мар, урӑх халӑхсем хушшинчен те суйласа илнӗ. Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ. Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ. Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.
Выбор основного перевода