Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Саккун вара Турӑ тавӑрӑвне илсе килет: саккун ҫук пулсан, ӑна пӑсасси те ҫук. Мӗн калар-ха эппин? Саккун хӑй ҫылӑхлӑ-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпӗ саккуна пӗлмен пулсассӑн ҫылӑх мӗнне те пӗлмен пулӑттӑм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсан, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм. Анчах та ҫылӑх, пил-хушупа сӑлтавласах, манра юраманнине тӑвас кӑмӑл ҫуратрӗ. Саккун пулмасан ҫылӑх та вилӗ пулӗччӗ. Апла пулсан саккун мӗн тума кирлӗ-ха? Ӑна каярахпа, ҫынсем усал ӗҫсем тума пуҫланӑ пирки, халӑха тытса тӑмашкӑн панӑ. Ангелсем урлӑ ҫураҫтаракана панӑ ҫав саккун Турӑ шантарнӑ «тӑхӑмри Пӗри» киличчен вӑйра тӑнӑ.
Выбор основного перевода